Автономное учреждение дополнительного образования "Спортивная школа им. Е.Николаевой" Мариинско-Посадского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн каччĕсем - призĕрсем

11 февраля 2019 г.

Нумаях пулмасть Шупашкарти Олимп резервĕсен В.Н. Кочков ячĕллĕ 5-мĕш номерлĕ шкулĕнче ирĕклĕ кĕрешỹ енĕпе Чăваш Республикин ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта 2002-2003 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хутшăнчĕç. Ăмăртура республикăри 15 районтан тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчен пухăннă 235 спортсмен вăй виçрĕ. Асăннă спорт мероприятийĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисен XXI Спартакиади шучĕпе иртрĕ. Çавăн пекех вăл Атăлçи Федераци округĕн Оренбург хулинче ирттерекен ăмăртура чи вăйлисене суйласа илмелли тур та пулчĕ. Пирĕн район команди те унта хутшăнчĕ. Каччăсем маттур пулчĕç тесе калас килет. Сăмахран, Ярослав Михайлов 92 килограма çитичченхи виçеллĕ категорире иккĕмĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Никита Ларионов вара 71 килограма çитичченхи виçеллĕ категорире виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Спортсменсене саламлатпăр, малашне тата пысăкрах çитĕнỹсем сунатпăр.

Г. ГРИГОРЬЕВ, тренер-преподаватель.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика